Арҫын — Хӗрарӑм

 

12516Хӗрсем пурте питӗ лайӑх, ӑҫтан тупӑнать начар арӑм.Арҫын — Хӗрарӑм
12517Хунӗ тӑприпе кӗрӳш тӑпри пӗр пулать теҫҫӗ.Арҫын — Хӗрарӑм
6538Хуняма кӗрӗкӗн ӑшши ҫук, хӗнемен маткан ӑсӗ ҫук.Арҫын — Хӗрарӑм
12518Хуняма кӗрӗкӗн ӑшши ҫук, хӗнемен маткан ырри ҫук.Арҫын — Хӗрарӑм
12519Хунямана юрайманни хурӑн каски.Арҫын — Хӗрарӑм
12520Хунямана юрама ик чӗреллӗ кин кирлӗ.Арҫын — Хӗрарӑм
12521Хунямана юрама икӗ питлӗ ҫын кирлӗ.Арҫын — Хӗрарӑм
12522Хунямӑш тӑприпе кинӗ тӑпри пӗр.Арҫын — Хӗрарӑм
12523Хунямӑшӗ вӑрҫтӑр кун хута, упӑшки хӗнетӗр ҫӗр хута.Арҫын — Хӗрарӑм
12524Хунямӑшӗ епле, кинӗ ҫапла.Арҫын — Хӗрарӑм
12525Хунямӑшне пӑх та, кинне пӑх.Арҫын — Хӗрарӑм
12526Хунямӑшне юрама чул чӗреллӗ кин кирлӗ.Арҫын — Хӗрарӑм
12527Хурӑнташ хура юратать, килӗнтеш кине юратать.Арҫын — Хӗрарӑм
12528Хыпаланакан арӑмӗнчен ӑнман.Арҫын — Хӗрарӑм
12529Чӑт-чӑт, хусах, утаман пулӑн.Арҫын — Хӗрарӑм
12530Чӗпӗ кайӑк мар, хӗрарӑм ҫын мар.Арҫын — Хӗрарӑм
12531Чи ухмах арҫын та чи ӑслӑ хӗрарӑмран ӑслӑрах.Арҫын — Хӗрарӑм
12532Чипер аппа яклашки, арӑм пулсан ленчешки.Арҫын — Хӗрарӑм
12533Шӑрҫа пуҫлӑ ҫӑпати пусас ҫӗре пусаймасть, хунямӑшне юраймасть.Арҫын — Хӗрарӑм
12535Ырӑ арӑм — ыраш ҫӑкри, нихӑҫан та йӑлӑхтармасть.Арҫын — Хӗрарӑм
12534Ырӑ арӑм тӗлӗкре те упӑшкине ҫех курать.Арҫын — Хӗрарӑм
12536Ырӑ арҫын пуҫпа ӗҫлет, усал арӑм хыҫпа ӗҫлет.Арҫын — Хӗрарӑм
12537Ырӑ арҫын пуҫтарать, усал хӗрарӑм салатать.Арҫын — Хӗрарӑм
12538Ырӑ арҫыннӑн арӑмӗ вилмест.Арҫын — Хӗрарӑм
12539Ырӑ йытӑ арӑмран та хаклӑ.Арҫын — Хӗрарӑм
12541Ырӑ упашкаран арӑм пӑрахса каймасть.Арҫын — Хӗрарӑм
12540Ырӑ-сывӑ килӗштерсе пурӑнни хунямашӑн та лайӑх.Арҫын — Хӗрарӑм
12543Юратакан арӑм упӑшкана кӑмака ҫинчен хӑвалать.Арҫын — Хӗрарӑм
12544Ясар арӑм — хӳресӗр ӗне.Арҫын — Хӗрарӑм
12545Ясар арӑм — ясмӑк ани: иртен-ҫӳрен куҫ хывать.Арҫын — Хӗрарӑм
12546Ясар арӑма сыхласа пӗтереймӗн, ӗне сума тухсан та ҫылӑх туса кӗрет.Арҫын — Хӗрарӑм